Википеди — тĕрлĕ чĕлхеллĕ вики-технологипе ĕçлекен ирĕклĕ энциклопеди. Чăваш уйрăмĕ 2004 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕнче уçăлнă. Ырă кăмăллă мĕнпур çынна хамăр пата Википедире ĕçлеме чĕнетпĕр! Халĕ пирĕн энциклопединче 48 265 статья. Кашни хутшăнакан Википедири статьясене тӳрлетме е çĕнĕрен пуçлама пултарать. Эсир Википедие анлă та тарăн хыпарпа пуянлатасса чун-чĕререн шанатпăр.
Суйласа илнĕ статьясем
Чăваш наци юхăмĕ – чăваш халăхĕ хăйĕн наци ирĕклĕхĕпе пĕртанлăхĕшĕн кĕрешни. Çакнашкал хăй тĕллĕ тĕрлĕ формăллă элементсене XVI ĕмĕртенпе асăрхама пулать. Чăвашсем налук-куланай тӳлесрен аяккалла пăрăннă, хĕçпăшалланса çапăçнă, влаçсене пуç çапса пулăшу ыйтнă, патшалăх кăшт çеç контроллеме пултарнă регионсене куçса кайнă, правительствăна хирĕçле вăрçма тухнă, христос тĕнне вăйпах кĕртессине хирĕç тăнă (Степан Разин ертсе пынă çĕр ĕçтешĕсен пăлхавĕ, Е. И. Пугачёв ертсе пынă çĕр ĕçтешĕсен пăлхавĕ, 1842 çулта чăваш тата мари çĕр ĕçтешĕсем пăлханни). Чăваш этносĕн хирĕç тăрас потенциалĕ вăйланса пынă.
Сутийсем (аморейсен тăван ячĕ, хăшпĕр çăлкуçсенче — аморей пĕрлешĕвĕнчи виçĕ йăхран пĕрин тăван ячĕ), хăйсен кăкне халаплă Суту мăнатте кăкĕнчен шутлаççĕ, ăна вĕсем Адампа Евăн виççĕмĕш ывăлĕпе — Сифпе (Шет — еврей тексчĕсенче) танлаштараççĕ. Тĕнче историн аренине аморейсем п. эрч. 3-мĕш пинçуллăхĕнче Сири çеçенхирĕнче, ХанаанпаШумер хушшинче выльăх ĕрчетсе куçса çӳрекен семитсем евĕрлĕ тухаççĕ. Аморейсен чи ватă хули Угарит шутланать.
Чăваш Википедине тӳрлетме хăтлăрах пулмашкăн хăвăрăн компьютер çине чăваш сарăмне лартмалла. Ăна епле лартмалли пирки кунта ăнлантарса панă. Çавăн пекех сире Arial Unicode MS е Code2000 шрифчĕ кирлĕ пулĕ, вĕсене Unicode сарăмĕсенче усă курма пулать. Енчен те сирĕн Windows XP е Windows 2000 операци системи пур пулсан, ĕçлеме питĕ ансат пулĕччĕ.
Эхер те сирĕн комьютерăн чăваш сарăмĕ çук пулсан е унпа усă курма меллĕ мар пулсан, хăвăра май текста вырнаçтарма пултаратăр (тĕслĕхрен, ă вырăнне а, ĕ — е, ç — с, ӳ — у çырма пултаратăр), е латин сасă паллисемпе усă курăр. Эсир çырнине ытти хутшăнакансем тӳрлетĕç.